"Улах ларни"

Нарăс уйăхĕн 15-мĕшĕнче хресчен музейĕнче вĕренекенсем "Улах ларни" йăла-йĕрки мĕнле иртнине аса илчĕç.
Мĕн авалтан, кĕрхи ĕçсене пĕтерсен, хĕрсем улах ларнă. Ун валли пĕр-пĕр карчăк е хĕр-тантăшĕ патĕнче çурт шыраса тупнă. Хĕрсем улахра ал-ĕç тунă, качча кайма тупра пуçтарнă. Ларма хаваслă ирттĕр тесе юрланă, ташланă, юмах-халап янă, тупмалли юмахсен тупсăмне шыранă. Кунта каччăсем килсе хавхалантарнă, хăйсем валли хĕр шыранă. 
çак йăлана кăтартнин тĕп тĕллевĕ - чăвашсен ырă йăлисене аса илсе çамрăксене вĕрентесси, сăпайлăх, чыс туйăмĕсене упрама хистесси тата ытти те.

 Татьяна Анатольевна вĕренекенсене Улах ларнин йăли-йĕркине, пĕлтерĕшне ăнлантарса пачĕ, пурне те çак мероприятине хастар хутшăннăшăн тав турĕ.