Атьǎр вǎййа тухар – и?

Тǎван чӗлхе эрни пынǎ май 5 класра вӗренекенсем «Атьǎр вǎййа тухар- и?» вǎйǎ каҫӗ йӗркелерӗҫ.

Вǎйǎ кашни ача пурнǎҫӗнче пысǎк вырǎн йышǎнать. Вǎйǎра унǎн ǎс-тǎнӗ, тавракурǎмӗ туптанать, сывлǎхӗ ҫирӗпленет, вǎл ушкǎнпа пурǎнма, ӗҫлеме хǎнǎхать. Шǎпах вǎйǎ урлǎ ача-пǎча пурнǎҫа тӗпчет, хумхантаракан ыйтусем ҫине хурав тупма тǎрǎшать.

Çак тӗллевпе ачасем чǎваш вǎййисене вылярӗҫ. Кашни хǎйӗн юратнǎ вǎййипе ыттисене  паллаштарчӗ. Юлашкинче пӗтӗмлетӱ турӗҫ – чǎнах та, вǎйǎ – пурнǎҫ шкулӗ.