Куçаруçăсен конкурсĕ

Тăван чĕлхе эрнине халалласа пирĕн шкулта тĕрлĕ мероприяти иртет. Акă паян 7-мĕш класс ачисем хушшинче куçаруçăсен конкурсĕ иртрĕ. Ачасен пултарулăхне, çырас ăсталăхне аталантарас, анлă пĕлÿллĕ, пысăк тавра курăмлă пулма вĕрентес тĕллевпе иртрĕ çак конкурс.

        Вырăсла çырнă текста ачасем чăвашла куçарчĕç. Пултаруллисене жюри членĕсем ĕçсене пăхса тухнă хыççăн палăртĕç.