Ҫĕр пин тĕрĕ çĕршывĕ

Чăваш  çĕршывне  çĕр  пин  юрă,   çĕр  пин  тĕрĕ  çĕршывĕ  теççĕ.  Мĕн  авалтанах  чăвашсем  хитре юрăсем  хывнă,  юрлама  юратнă.  Пушă  вăхăтра  алă  ĕçĕ  тунă.  Хĕрсем  питĕ  тĕрлеме  юратнă.  Тĕрĕри  кашни  ӱкерчĕк  мĕне те  пулин  пĕлтернĕ.  Виççĕмĕш  класс ачисем те  çак интереслĕ,  асамлă  тĕрĕсене  тишкерчĕç,  ӱкерсе  пăхрĕç.