Тăван чěлхе асамлăхě

Чăваш чěлхи эрни пынă май ака уйăхěн 19-мěшěнче  5 класра вěренекенсем «Тăван чěлхе асамлăхě» викторинăна хутшăнчěç. Пурнăçра кашни çыннăн тěрлě çěрте тата тěрлě çынпа калаçма тивет. Шкулта пěр тěрлě, килте, çывăх çынсемпе, юлташсемпе тепěр тěрлě калаçнине палăртса ватăпа ватăлла, çамрăкпа çамрăкла тенě мěн ěлěкренпех кун пирки. Викторина ěçěсене пурнăçланă май ачасем хăйсене тěрлě ситуацисене лартса пăхрěç, çынпа хутшăнма кирлě сăмахсем шырарěç. Хамăра кăсăклантаракан ыйтусене, хумхантаракан туйăмсене чăваш сăмахěсемпе те çăмăллăнах палăртма май пуррине çирěплетрěç.