Чăваш республикин патшалăх символěсем

Ака уйăхěн 22-мěшěнче 5 класра «Чăваш республикин патшалăх символěсем» ятпа калаçу сехечě иртрě. Вěренекенсем чăваш патшалăх символěсене тишкерчěç, презентаципе паллашрěç.

Ачасем   чăваш гербне шутласа кăларакан Элли Юрьев çинчен мěн пěлнине каласа кăтартрěç, ялав тěсěсемпе çыхăннă викторина ирттерчěç.  Пурте пěрле Чăваш республикин гимне юрларěç. Мероприяти ачасемшěн усăллă иртрě.