Куçаруçă пулма çăмăл мар.

Чăваш чěлхи эрни пынă май 6 класра вěренекенсем ака уйăхěн 20-мěшěнче вырăс чěлхи урокěнче кěске текста  вырăсларан чăвашла куçарса пăхрěç. Хитре, яка куçарма пултаракансем нумаях мар тесе палăртмалла. Хăш-пěр вырăс сăмахěсем чăвашла пачах куçмаççě тесе шутлаççě. Предложенири сăмахсене те вырăсла йěркелени палăрать. Çакăн сăлтавě -  ачасем кěнеке-журнал  çителěксěр вулани.