Уççăн янăра, чăваш чěлхи!

Чăваш чěлхи эрни пынă май ака уйăхěн 23-мěшěнче Етěрнери гимназире «Уççăн янăра, чăваш чěлхи!» фестиваль иртрě. Кунта пухăннă кашни ача хăйěн пултарулăхне кăтартма тăрăшрě. Чăвашсен паллă поэчěсемпе писателěсен хайлавěсен сыпăкěсем янăрарěç, çепěç   юрăсем шăранчěç.

Пирěн шкултан ку фестивале Иванова Александрăпа Яковлева Ирина хутшăнчěç, хăйсен пултарулăхěпе куракансен чунне тыткăнласа лауреатсем пулса тăчěç.