Чăвашăн чăвашах пулмалла

Чăваш чěлхи эрни пынă май шкулти «Хěвел» ача пахчине çӳрекен ачасем «Чăвашăн чăвашах пулмалла» тематика занятине хутшăнчěç. Белякова И.И. воспитатель чăваш çырулăхне йěркелесе яракан Иван Яковлевич Яковлев çинчен, вăл пичетлесе кăларнă букварьсем çинчен каласа кăтартрě. Унтан ачасем Иван Яковлев çырнă «Автан», «Лаша шырани», «Сармантей» калавсемпе паллашрěç, вěсем тăрăх ӳкерчěксем ӳкерчěç. Чи хитре ӳкерекенни Аня Садовникова пулчě. Ăна пěчěк парнепе хавхалантарчěç.

Çапла, чăвашăн чăвашах пулмалла!