«Чěрě сăмах» çěнтерӳçисене саламлатпăр!

Ака уйăхěнче чăваш чěлхи эрнине халалласа республикăра проза хайлавěсене вулакансен «Чěрě сăмах» конкурсě иртрě. Унта пирěн шкулта 8-мěш класра вěренекен ачасем те хутшăнчěç. Иванова Александра Леонид Агаков çырнă «Салтак ачисем» хайлав сыпăкне вуласа пěрремěш вырăн йышăнма пултарчě. Яковлева Ирина вара виççěмěш вырăна тивěçрě. Вăл Нелли Петровская çырнă «Ахрăм» хайлав сыпăкне илемлěн вуласа пачě.

 Малалла та ăнăçу сунатпăр сире, Алесандрăпа Ирина!