Ĕлӗкхи чăваш хресченӗн хуҫалăхӗнче экскурсире

Ака  уйăхĕн   19 -25 кунĕсенче   шкулта  чăваш  чĕлхи  эрни  пырать. Пуҫламăш   класс  ачисем   ӗлӗкхи  чăваш  хресченӗн   хуҫалăхӗнче   экскурсире  пулчӗҫ.  Вӗсем   хуралтăсене, ампара,  кӗлете  кӗрсе  курчӗҫ.  Музей  директорӗ   Людмила  Витальевна  ачасене  ӗлӗкхи  чăвашăн  килуртри   хатӗрӗсемпе  паллаштарчӗ,   тумтирсене  кăтартрӗ,  йăла-йӗркесем   ҫинчен  каласа   пачӗ.  Шкул  ачисемшӗн  экскурси  питӗ  интереслӗ пулчӗ.