Пěтěм чǎваш диктанчě - 2019

Ака уйǎхěн 25-мěшěнче пирěн республикǎра пурǎнакансем  Пěтěм чǎваш диктанчě-2019 çырчěç. Кашни кǎмǎл тǎвакан чǎваш  хǎйěн тǎван чěлхипе тěрěс çырма пěлнине тěрěслерě.

Пирěн шкулта вěренекенсемпе вěрентекенсем те диктант çырса пǎхма хаваспах килěшрěç.  Диктант тексчě пурне те кǎмǎла кайрě. Вǎл чǎвашсен пӗрремӗш киноактриси Тани Юн ҫинчен пулчӗ.