И.Я.Яковлев умĕнчи пирĕн тĕп тивĕç

Юпа уйăхĕн 23-мĕшĕнче чăвашсене çутта кăларакан Иван Яковлевич Яковлева асăнмалли кун. Шăп 80 çул каялла (1930) чăваш культурин Аслă патриархĕ çут тĕнчерен уйрăлна. Шкулта вĕренекен ачасем классенче И.Я. Яковлев тăван халăх аталанăвĕшĕн ырми-канми ĕçлени çинчен калаçрĕç. Унăн пархатарлă ĕçне сума сăвасси, халалне асра тытасси тата чăваш чĕлхине юратса аталантарасси - хальхи тата пулас ăрусен тĕп тивĕçĕ пулнине палăртрĕç.