Сурхури - Святочные игры

Сурхури, Кӗркури!
Эсир кӗтме хатӗр-и?
Хапха уҫса хутӑр-и?
Кукӑль касса хутӑр-и?
Юмӑҫ пӑхма хатӗр-и?
Уяв тума хапӑл-и?
Килех, килех, Сурхури!
Ай-хай, Сурхури!


Ӗлӗкхи чӑвашсем Сурхури уявне анлӑн уявланӑ. Кун вӑрӑмланса пынӑ май ҫитес кунсен шӑнчӑкне ҫуратнӑ, хавхалантарнӑ. Кӑрлачӑн 7-мӗшӗнче пуҫланакан уяв 1 эрне пынӑ. Каярах, вырӑс тӗнне йышӑнсан, Раштав уявӗпе пӗр килнӗ. Чӑваш ялӗнче ватти-вӗтти, пурте савӑннӑ. Ҫамрӑксем улахра юмӑҫ пӑхнӑ, пулас мӑшӑрӗсем мӗнлерех пуласси пирки ӗмӗтленнӗ. Аслӑраххисем те юмӑҫ пӑхма кӑмӑлланӑ. Вӗсем тыр-пул, выльӑх-чӗрлӗх, хӑйсен пуласлӑхне пӗлес тесе юмӑҫ янӑ. Çак уяв йĕркисемпе А.П.Айдак ячĕллĕ Тури Ачак шкулĕнче вĕренекенсем юнашар вырнаçнă Хресчен музейĕнче паллашрĕç. Çурт-музей ертÿçи Л.В.Петрова ачасене авалхи вăхăта «куçарчĕ», вайăсем выляттарчĕ, мăйăрпа тата пылак апатсемпе хăналарĕ. Ăна интереслĕ программа ирттерме шкул вĕрентекенĕсем пулăшрĕç.

Сурхури уяв ячӗ ,,сурӑх ури" тенинчен пулнине калаҫҫӗ. Ӗлӗк сурӑх кашни хуҫалӑхрах пулнӑ, путекӗсем йышлӑ пулччӑр тесе уявра савӑннӑ, юрланӑ, ташланӑ, пӗр-пӗрин патне хӑнана ҫӳренӗ. Юмӑҫ пӑхасси паянхи кун та ҫамрӑксемшӗн кӑсӑклӑ. Эсир юмӑҫ пӑхма хатӗр-и?