Илемлĕ чăваш тĕрри

 Нарăс уйахĕн 19-мĕшенче чǎваш чěлхи  эрни пынǎ май 4-мěш класс ачисемпе «Илемлĕ чǎваш тĕрри»  урок  иртрě. Урок тĕллевĕ: тǎван халăха хисеплеме, юратма,  чăваш тĕрри илемлĕхне курма, туйма вĕрентесси. Ачасем Чăваш çĕршывĕ – çĕр пин тĕрĕ çĕршывĕ пулнине аса илчĕç. Вĕсем чăваш тĕррисене ÿкерчĕç. Кашни ача килте  мĕнле чăваш тĕрриллĕ япала пур, çавна тупса сăнарĕç.