«Чăваш çĕр-шывĕнче» литература каçĕ

«Чăваш çĕр-шывĕнче» литература каçĕ

Чăваш чĕлхи эрнине халалласа 3 -мĕш класра вĕренекенсем  «Чăваш çĕр-шывĕнче» литература каçĕ ирттерчĕç. Ачасем класс ертÿçи пулăшнипе И.Я.Яковлев пултарулăхĕпе тата унăн калавĕсемпе паллашрĕç. Чăваш тумĕллĕ маттур ачасем атте-анне пилленĕ чĕлхене юратса, хисеплесе, упраса пурăнмалли çинчен хавхаланса сăвăсем вуларĕç, чăваш юррисене шăрантарчĕç. Сакăн пек уявсем ирттерсе И.Я.Яковлев çинчен, иртнĕ пурнăç çинчен тĕплĕнрех пĕлме пултаратпăр, чăваш юрри-ташшисемпе паллашатпăр.