Паян – чăваш тĕрри кунĕ

Паян – чăваш тĕрри кунĕ

Чÿк уйăхĕн 26-мĕшĕ – Чăваш Республикин пуçлăхĕн Указĕ тăрăх – чăваш тĕрри кунĕ.

Паян 5-мĕш класра вĕренекенсем Тури Ачакри чăваш хресчен хуçалăхĕн музейĕнче пулса курчĕç, «Масмак» куравпа паллашрĕç. Музей ертÿçи Людмила Петрова ачасене чăваш тĕррин асамлăхĕпе паллаштарчĕ. Авалхи чăваш тĕрри ик енчен пăхсан та – хăть тÿнтер, хăть пиччен – пĕрешкел иккен. Çакă чăваш хĕр арăмĕ тирпейлĕ, çав вăхăтрах чăтăмлă пулнине пĕлтернĕ. Вĕренекенсем хăйсем те тĕрлесе пăхрĕç.

Г.В.Максимова