«Килсе курăр хăнана, хапăл тăвăр йыхрава!» видеороликсен конкурсĕн çĕнтерÿçисене саламлатпăр!

«Килсе курăр хăнана, хапăл тăвăр йыхрава!» видеороликсен конкурсĕн çĕнтерÿçисене саламлатпăр!

Чăваш Республикин вĕренÿ тата çамрăксен политикин министерстви «Килсе курăр хăнана, хапăл тăвăр йыхрава!» видеороликсен конкурсне ирттерчĕ. Конкурсăн республика тапхăрне 7-8-мĕш классенче вĕренекен 26 ача хутшăнчĕ. Призерсем хушшинче – Тури Ачакри А.П.Айдак ячĕллĕ вăтам шкулĕнче 7-мĕш класра вĕренекен Геннадий Ефимов тата Дарья Ястребова. Ертсе пыраканĕ – А.Н.Павлов. Саламлатпăр!

Конкурс тĕллевĕ пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан организацийĕсенче вĕренекен ачасене тăван тавралăха юратма, тăван ен историне, культурине, чăваш чĕлхине лайăхрах пĕлме пулăшасси пулчĕ. Кунсăр пуçне министерство ачасем хăйсем мĕнле çĕр-шыв гражданинĕ пулнине ăнланса илме май паракан тĕп компетенцисене аталантарас тĕллев те лартрĕ.

Прикрепленные файлы

pdf
spisok_pobeditelej_i_prizyorov_kilse_kurr.pdf 122,15 Kb 27.11.2021