Хуран кукли тума вĕрентĕмĕр

Хуран кукли тума вĕрентĕмĕр
Тăван чĕлхе кунне халалласа 8 класра вĕренекенсем Тури Ачакри Хресчен хуçалăхĕн музейĕнче пулса курчĕç. Музей ертÿçи Л.В.Петрова  ачасене кăмăллăн кĕтсе илчĕ, чăвашсем ĕлĕк хуçалăхра усă курнă япаласемпе паллаштарчĕ. Кайран пурте пĕрле  хуран кукли тума вĕрентĕмĕр, кăмакана куршакпа лартса пĕçертĕмĕр. Çав вăхăтрах ваттисен сăмахĕсене аса илтĕмĕр, тупмалли юмахсен тупсăмĕсене тупрăмăр. Юлашкинчен техĕмлĕ курăк чейĕ ĕçрĕмĕр.
Хамăр пĕçĕрнĕ хуран кукли питĕ тутлă пулчĕ!
       Максимова Г.В.