Камсем эпир? Чăвашсем!

Камсем эпир? Чăвашсем!
Чăваш чĕлхи эрни пынă май 4–мĕш класс ачисемпе класс сехечĕ иртрĕ. Мероприятие чăваш çыравçин Виталий Станьялăн «Камсем эпир?» сăввинчен пуçларĕç. Тăван çĕр-шыв, тăван чĕлхе çинчен калакан ваттисен сăмахĕсене аса илчĕç. Чăваш Республикин символĕсен авторĕсемпе те паллашрĕç. Юлашкинчен ачасем çакăн пек пĕтĕмлетÿ турĕç: чăваш чĕлхипе пирĕн асатте-асаннесем калаçнă. Çак чĕлхене вĕсем пире пехиллесе хăварнă. Чăваш чĕлхи – пирĕн тăван чĕлхе. Вăл пуян, илемлĕ, янăравлă та çепĕç. Чăваш халăхĕ пурăннă чухне унăн чĕлхи те ĕмĕр-ĕмĕр чĕрĕ, тĕрĕс-тĕкел пулĕ.
     Иванова И.Г.