Юбиляр çыравçăсем

Юбиляр çыравçăсем

Чăваш чĕлхи эрни пынă май 10 -мĕш класра вĕренекенсем «Юбиляр çыравçăсем- 2022» темăпа буклет тата презентацисем туса хатĕрлерĕç.

Петĕр Хусанкай – чăваш халăх поэчĕ. Кăрлач уйăхĕн 22-мĕшĕнче вăл çуралнăранпа 115 çул çитрĕ. Унăн хайлавĕсем вĕренÿ кĕнекисене кĕнĕ. Çыравçă пурнăçĕпе пултарулăхĕ çинчен ачасем илемлĕ буклет хатĕрленĕ. Нарăс уйăхен 19-мĕшĕнче çыравçă, куçаруçă, журналист Петĕр Ялкир çуралнăранпа 100 çул çитнине паллă турăмăр. Исмуков Н.А., Анатолий Смолин, Александра Лазарева тата ытти çыравçăсен пурнăçĕпе пултарулăхĕ çинчен хатĕрленĕ презентацисем те ачасен кăмăлне кайрĕç.

Максимова Г.В.