Чăваш чĕлхи эрни пынă май 8-мĕш класра
вĕренекенсем Хресчен хуçалăх музейĕнче экскурсире пулса курчĕç. Ачасем чăваш
халăх йăли-йĕркипе кăсăкланса паллашрĕç. Музей ĕçченĕ Петрова Л.В. тăван халăхăн
кун-çулĕ пирки мĕн авалтан пуçласа 19-мĕш ĕмĕр таран каласа кăтартрĕ, ыйтусем
çине хуравларĕ. Малалла ачасем чăвашсен юратнă апат-çимĕçĕсене аса илчĕç, хуран
кукли туса пăхрĕç, кăмакара çатма икерчи пĕçерчĕç.
Экскурси
пурне те килĕшрĕ.
Максимова Г.В.