"Эпир – чăваш ачисем" сăвă вулакансен конкурсĕ

"Эпир – чăваш ачисем" сăвă вулакансен конкурсĕ
Чăваш чĕлхи эрнине халалласа 4-мĕш класра вĕренекенсем, чăваш тумĕллĕ маттур ачасем, атте-анне пилленĕ чĕлхене юратса, хисеплесе, упраса пурăнмалли çинчен хавхаланса сăвăсем вуларĕç, чăваш юррисене шăрантарчĕç. Ачасем сăввисене ăста та илемлĕ каласа пачĕç. «Ăслă çынсен сăмахĕсене, ĕçĕсене тĕпе хурса чăваш пулма пăрахар мар, тăван чĕлхене, атте-анне чĕлхине хисеплеме манар мар. Тăван чĕлхен пуянлăхне упрасси пĕтĕмпех хамăртан килет. Манăн чĕлхем малалла та янăрасса шанас килет», - çакăн пек шухăш  янăрарĕ вĕсен сăввисенче.
   И.Г. Иванова