Пĕтĕм чăваш диктанчĕ - 2022

Пĕтĕм чăваш диктанчĕ - 2022

Ака уйăхĕн 25-мĕшĕнче, аслă çутта кăлараканăмăр Иван Яковлевич Яковлев çуралнă кун, эпир Чăваш чĕлхи кунне паллă тăватпăр. Çак кун вуннăмĕш хут «Пĕтĕм чăваш диктанчĕ» вĕренÿ акцийĕ иртрĕ. Акцин тĕп тĕллевĕ – чăваш чĕлхин пĕлтерĕшне, сумĕпе хисепне ÿстересси.

Акцие пирĕн шкулта вĕренекенсемпе вĕрентекенсем те хутшăнчĕç.  Чăваш чĕлхине тĕнче уçлăхне çити çĕклесе чăваш халăхĕ пирки пĕтĕм тĕнчене пĕлтернĕ Улăпăмăр, икĕ хут Совет Союзĕн Геройĕ ятне тивĕçнĕ Шуршăл ачи – Андриян Николаев космонавт летчик çинчен калакан текста тулли кăмăлпах çырчĕç.

Максимова Г.В.