2022 çул - Чăваш
Енре Мухтавлă ентешсен, Раççейре халăхсен культура эткерлĕхĕн çулталăкĕ.
Çакна халалласа Аркадий Айдак ячĕллĕ Тури Ачак шкулĕнче Чăваш наци конгресĕ
пуçарнипе «Тăван çĕрĕн мухтавлă ывăлĕ» мероприяти иртрĕ.
Хăнасем чи малтан Тури Ачак ялĕнчи А.П.Айдак
палăкĕ умне чечек çыххисем хучĕç. Шкулта хăнасене ачасем сăвă-юрăпа ăшшăн
кĕтсе илчĕç. Акт залĕнче пуху «Алран кайми» юрăпа уçăлчĕ.
Ăслăлăхпа пултарулăх тĕлпулăвĕнче паллă çынсем
шкул ачисемпе пĕрле Аркадий Павлович Айдак ĕçесене аса илчĕç. Çут çанаталăка
сыхлассине çÿлле шайра туса пынă ертÿçĕ, шухăшлавçă, анлă тавра курăмлă ăсчах пирки сăмах
илнĕ çынсем нумай ыррине каларĕç. Тĕлпулу программине А.П.Айдак ячĕллĕ Тури
Ачак шкул директорĕ Т.А.Яжейкина пуçларĕ.
Чăваш наци конгресĕн
ертÿçи В.Л.Клементьев пурне те Чăваш чĕлхи кунĕ ячĕпе тата Иван Яковлевич
Яковлев çуралнă уявĕпе ăшшăн саламларĕ, Аркадий Айдак культура шайĕнче тунă
сумлă ĕçсене палăртрĕ. Чăвашлăхшăн нумай ĕç тунă çынсене Чăваш наци конгресĕн
Хисеп хутне парса чысларĕç. Илекенсен йышĕнче: Тури Ачак шкулĕн педагогика ветеранĕ
Л.А.Айдак тата ачасемпе халь ĕçлекен Е.Л.Владимирова, В.В.Скворцова,
Г.В.Максимова вĕрентекенсем.
А.А.Семенов, Етĕрне район
администрацийĕн пуçлăхĕ, Чăваш республикин тата район историйĕнче палăрмалла
тарăн, пархатарлă йĕр хăварнă ентеш пирки аса илсе каларĕ, хăнасене Айдак
çинчен çырнă çĕнĕ кĕнеке парнелерĕ.
Çер-шывĕпе паллă хуçалăх
ертÿçи пирки калаçăва малалла Етĕрне районĕн депутатсен пухăвĕн депутачĕ С.В.Малов,
Айдакпа юнашар нумай çул хушши юнашар ĕçленĕ Н.Л.Сапожников тăсрĕç. Етĕрне район
администрацийĕн вĕрентÿ пайне ертсе пыракан В.Ю.Егоров хăй аса илĕвĕнче А.П.Айдак
Тури Ачак шкулне пултарнă таран яланах пулăшса пынине палăртрĕ.
Людмила Андреевна - А.П.Айдак
мăшăрĕ - хĕрĕх çул пурнăç çулĕпе Аркадий Павловичпа пĕрле утнă. Пиллĕк ача
пăхса çитĕнтернĕ вĕсем. Людмила Андреевна мăшăрĕшĕн яланах шанчăклă тыл пулнă.
Ĕмĕтсене пурнăçлама пулăшса пынă. Хăйĕн чĕринчен тухми самантсене Людмила Андреевна
тунсăхпа тата вилĕмсĕр юрату туйăмĕпе каласа пачĕ.
Тĕлпулу темипе Ю.П.Мареева
– ЧНК çумĕнчи «Чăваш хĕрарăмĕ» комитет ертÿçи, Р.В.Сарпи - чăваш халăх поэчĕ, С.В.Асамат
- чăваш халăх поэчĕ тата юрăç, А.В.Андреева – Çеçпĕл ячĕллĕ музей ертÿçи тухса
калаçрĕç. Алина Варна чăваш юрăçи шкул сцени çинче илемлĕ юрăсем шăрантарчĕ.
А.П.Айдак ячĕллĕ Тури Ачак шкулĕнче вĕренекенсем хăнасене савăнăçлă концерт кăратрĕç. Юрăпа ташă
саламĕсене Етĕрнери ача-пăча пултарулăх çурчĕн «Янра, юрă!» (Н.Л.Степанова)
тата клуб тытăмне кĕрекен «Дюймовочка» ташă ушкăнĕ (Е.Л.Владимирова)
илемлетрĕç. Уяв программине А.Павлов тата И.Яковлева ертсе пычĕç.
Телпулăвăн иккĕмĕш пайĕнче
ЧНК хастрĕсем ачасемпе ăсталăх урокĕсем ирттерчĕç. «Журналистикăри пĕрремĕш утăмсем»,
«Чăваш тĕррин пуянлăхĕ», «Чăваш сăввин тытăмĕ», «Юрлатпăр чăваш юррисене» ятлă
вĕренÿ сехечĕсене Тури Ачак, Хучаш, Явăш шкул ачисем хутшăнчĕç.
«Тăван çĕрĕн мухтавлă
ывăлĕ» мероприяти пурне те питĕ килĕшрĕ, А.П.Айдак ĕçĕсен витĕмне пур енлĕн
хаклама пулăшрĕ.