Чăваш тĕррин кунĕ

Чăваш тĕррин кунĕ
Чÿк уйăхĕн 26-мĕшĕнче пирĕн республикăра Чăваш тĕррин кунĕ иртет. Тĕрĕ – чавашсен чи авлхи ÿнерĕсенчен пĕри. Масмак-сурпан, кĕпе-тумтир çинчи тĕрĕ-эреш паян та пире илемĕпе тĕлĕнтерет.
  Чăваш кил-йышĕнче хĕр ачасене ултă-çичĕ çултах тĕрлеме вĕрентнĕ.  Вунă-вун икĕ çул тĕлне вĕсем хăйсемех тĕрĕсем шухăшласа кăларса тĕрлеме пултарнă. Тĕрĕ этеме чир-чĕртен упрать, сиплет, инкек-синкекрен сыхлать тесе шутланă. Çавна пулах килте тĕрĕсер япаласем пулман.
  Мĕн тери пуян та ĕлккен чăваш тĕрри! Тĕнчипех пĕлеççĕ ăна.
     Максимова Г.В.