Театрта хăнара пултăмăр

Театрта хăнара пултăмăр
Пуш уйăхĕн тăххăрмĕшĕнче Тури Ачакри А.П. Айдак ячĕпе хисепленекен пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулта вĕренекенсем К.В.Иванов ячĕпе хисепленекен чăваш патшалăх академи драма театрĕнче пулса курчĕç. Ачасем кăсăклансах театр çурчĕпе паллашрĕç, кунта ĕçленĕ тата хальхи вăхăтра вăй хуракан артистсен сăн ÿкерчĕкĕсене курчĕç, асăнмалăх сăн ÿкерчĕксем турĕç.
Чăвашсен паллă драматургĕ Федор Павлов çырнă «Ялта» драма тăрăх лартнă спектакль куракансене пурне те килĕшрĕ. Ванюкпа Елюк чухăн пурнăçпа пурăнсан та телейлĕ. Ванюка вăрçа илсе кайман пулсан пурнăç пачах та урăхла пулатчĕ вĕсен. Çак спектакльте шанчăк тата чăваш халăхĕн чунĕ, ăнланăвĕ курăнать. Чăваш юрри-ташшипе, йăли-йĕркипе паллашма та питĕ кăмăллă пулчĕ.
Г.В.Максимова