Тури
Ачакри А.П. Айдак ячĕпе хисепленекен пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулта
5-мĕш класра вĕренекенсем И.Я. Яковлев çуралнăранпа 175 çул çитнине паллă
тунă май унăн пурнăçĕпе тĕплĕнрех паллашрĕç. И.Я. Яковлев çут ĕçĕпе культурăн
ырми-канми ĕçченĕ пулнă, чăваш халăхĕн наци çĕкленĕвĕн пуçламăшĕнче тăнă, чăваш
халăхĕ ыттисемпе, чи малтан вырăссемпе туслă пулассишĕн çине тăнă. Вăл çут ĕç
историне Чĕмпĕр хулинчи наци шкулĕсем валли учительсен кадрĕсене хатĕрлекен
вĕренÿ заведенийĕн никĕслевçи тата ертÿçи, Атăл тăрăхĕнчи халăх вĕрентĕвен
сумлă йĕркелÿçи, икĕ чĕлхеллĕ шкулти вĕрентĕвĕн педагог-новаторĕ, теоретикĕ
тата практикĕ пулса кĕрсе юлнă.
Максимова Г.В.