Унăн ячĕ нихăçан та сÿнмĕ

Унăн ячĕ нихăçан та сÿнмĕ

Ака уйăхĕн çирĕм пĕрремĕшĕнче 6 класра вĕренекенсем И.Я. Яковлев çуралнă куна халалласа «Унăн ячĕ нихăçан та сÿнмĕ» литература композицине лартса пачĕç. Çак куна çамрăк артистсем тĕплĕн хатĕрленчĕç, Иван Яковлевич Яковлев пурнăçне, ун ырă ĕçĕсене çутатса паракан сăвă йĕркисене пăхмасăр калама вĕренчĕç, кирлĕ костюмсене хатĕрлерĕç, хăйсене сцена çинче тĕрĕс тытма хăнăхрĕç.
Иван Яковлева манмастпăр,
Усратпăр халăх асĕнче.
Ăна сума сума юрлатпăр
Тăван Чăваш çĕршывĕнче.
      Г.В.Максимова