Яланах янра, чăваш чēлхи!

Яланах янра, чăваш чēлхи!
Чӑвашра вӑрман та чӑвашла кашлать,
Шӑпчӑк та юрлать кунта ав чӑвашла.
Пин чӗлхеллӗ халӑх хушшинче
Калаҫса ҫӳретӗп эпӗ чӑвашла!
Чăваш чēлхи эрнине халалласа 1-мēш класра «Яланах янра, чăваш чēлхи!» уяв каҫē иртрē. Класс ертуҫи пулăшнипе ачасем И.Я.Яковлев пултарулăхēпе тата унăн калавēсемпе паллашрēҫ. Тăван ҫēр-шыв, тăван чēлхе ҫинчен калакан ваттисен сăмахēсене аса илчēҫ. Чăваш тумēллē маттур ачасем атте-анне пилленē чēлхене юратса, хисеплесе, упраса пурăнмалли ҫинчен хавхаланса сăвăсем вуларēҫ, чăваш юррисене шăрантарчēҫ тата тēрлē вăйăсем вылярēҫ.
Çакăн пек уяв ачасене И.Я.Яковлев ҫинчен, чăваш халахēн иртнē пурнăҫē ҫинчен тēплēнрех пēлме, чăваш юрри-ташшисемпе, вăййисемпе паллаштарма пулăшать . Чăваш халăхē пурăннă чухне унăн чēлхи те ēмēр-ēмēр чēрē, тēрēс-тēкел пулē.
И.Г.Иванова