Чӑваш Республикин Патшалӑх символӗсен пĕлтерĕшĕ

Чӑваш Республикин Патшалӑх символӗсен пĕлтерĕшĕ
 Чăваш чĕлхи эрни пынă май 6 класра вĕренекен ачасемпе «Чӑваш Республикин Патшалӑх символӗсен пĕлтерĕшĕ» темăпа калаçу ирттертĕмĕр.
Республика гербĕн, гимнĕн, ялавĕн хăйĕн пĕлтерĕшĕ. Вĕсем - чăваш халăх историйĕн, несĕлĕсен йăли-йĕркин, малашлăха ăнтăлакан çутă ĕмĕтсен палли. Чăваш Енĕн ялавĕ, гербĕ, гимнĕ - пĕр тăрăхра пурăнакан çынсене пĕтĕçтерекен символсем. Вĕсенче ĕмĕрсене çыхăнтарса тăракан чăваш наци колоричĕ туллин палăрать. Чăваш Республикин ялавĕ тесен кашнин умĕнчех çутă сарăпа йĕпкĕн хĕрлĕ тĕслĕ вĕлтĕртетекен пысăках мар "тăваткал" сăнарланать. Çак тĕссене суйласа илни ахальтен мар. Сарă - хĕвел, çĕр çинчи пур чĕрĕ чуна та, ỹсен-тăрана та пурнăç парнелекен тĕс. Геральдика тĕлĕшĕнчен тишкерсен вăл пуянлăха, тĕрĕслĕхе, ĕненĕве, вăй-хала пĕлтерет. Йĕпкĕн хĕрлĕ тĕс ‒ чăваш халăх эрешĕнче чи анлă сарăлнă тĕссенчен пĕри, вăй-хăвата, хастарлăха сăнарлать. Ялаври сарă пай хĕвел айĕнчи анлăша, йĕпкĕн хĕрли вара чăваш çĕрне ăнлантарать. Варринче авалхи чăвашсен эмблемисенчен, "Пурнăç йывăççинчен" тата "Виçĕ хĕвелтен" тăракан композици вырнаçнă. Унти 8 кĕтеслĕ çăлтăр хитрелĕхе пĕлтерет.
Г.В.Максимова